| 320 | Пӗлӗт ҫук — ҫумӑр ҫук. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 323 | Пӗлӗтпе ҫӗр куҫӗнчен пӑхмасӑр пурӑнма ҫук. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 324 | Пӗлӗтре шыв пӑнтӑхмасть. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 326 | Пӗлӗтрине ан шан, хӑвӑн вӑйна шан. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 327 | Пӗлӗтсӗр ҫумӑр ӳкмест, хуйхӑсӑр куҫҫуль ӳкмест. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 581 | Пӗр кӗреҫе юр кӗриччен виҫ кӗреҫе тусан кӗтӗр. | Юр — Ҫумӑр |
| 176 | Пӗр хӗвел, анчах пурне те ӑшӑтать. | Хӗвел — Уйӑх |
| 177 | Пуриншӗн те уйӑхпа хӗвел пулаймӑн. | Хӗвел — Уйӑх |
| 657 | Ҫавра ҫил — шуйттан туйӗ. | Лӑпкӑ ҫил — Ҫавра ҫил |
| 658 | Ҫавра ҫил — шуйттан урапи. | Лӑпкӑ ҫил — Ҫавра ҫил |
| 656 | Ҫавра ҫил те хӗвеле май ҫаврӑнать. | Лӑпкӑ ҫил — Ҫавра ҫил |
| 182 | Ҫалтӑр та вӗҫсӗр ҫунмасть. | Хӗвел — Уйӑх |
| 185 | Ҫӑлтарсем кӗмӗл укҫа пулса анни ҫук. | Хӗвел — Уйӑх |
| 178 | Ҫӑлтӑр анать — чун ванать. | Хӗвел — Уйӑх |
| 179 | Ҫӑлтӑр йышлӑ та, ҫутти сахал. | Хӗвел — Уйӑх |
| 180 | Ҫӑлтӑр пӑхма илемлӗ, ырӑ чӗре пурӑнма илемлӗ. | Хӗвел — Уйӑх |
| 181 | Ҫӑлтӑр ҫинче Ҫӑлтӑрпи пурӑнать. | Хӗвел — Уйӑх |
| 183 | Ҫӑлтӑр шутласа выртаканӑн хырӑмӗ тутӑ пулман. | Хӗвел — Уйӑх |
| 184 | Ҫӑлтӑрпа ҫӑлтӑр калаҫать теҫҫӗ. | Хӗвел — Уйӑх |
| 187 | Ҫӑмӑр йӗпетсен те хӗвел типӗтет. | Хӗвел — Уйӑх |
| 594 | Ҫӑмӑрӗ: «Эп ҫӗр витӗр каяп, — тесе калать тет; тӑманӗ: «Эп йӗп ҫӑрти витӗр кӗреп», — тесе калать тет. | Юр — Ҫумӑр |
| 188 | Ҫӗнӗ уйӑх ӳсмелӗх, мана пуймалӑх. | Хӗвел — Уйӑх |
| 189 | Ҫӗпӗрте те пӗр хӗвел, Чӗмпӗрте те ҫав хӗвел. | Хӗвел — Уйӑх |
| 328 | Ҫӗр — анне, тӳпе — атте. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 329 | Ҫӗр анне кӑмӑлӗ шутсӑр ырӑ: никамшӑн та пурлӑхне хӗрхенмест. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 330 | Ҫӗр анне паракан тивлетӗн чикки ҫук. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 331 | Ҫӗр анне парсан пӳлме те тулать, ҫӗр анне памасан ывӑҫ та тулмасть. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 332 | Ҫӗр анне пурне те тӑрантарать. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 333 | Ҫӗр аннен те ҫӗр тӗрлӗ хуйхӑ. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 334 | Ҫӗр аннене пуҫҫапмасӑр ҫӗр ҫырли те татма ҫук. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 335 | Ҫӗр аннене хисеплес пулать. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 336 | Ҫӗр аннене юратсан выҫӑ вилмӗн. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 337 | Ҫӗр аннерен аслӑ пулаймӑн. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 338 | Ҫӗр аннерен кулма юрамасть. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 339 | Ҫӗр аннерен пуян ним те ҫук. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 340 | Ҫӗр аслӑ та, вырӑн хӗсӗк. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 341 | Ҫӗр аслӑ та, пурнӑҫ хӗсӗк. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 342 | Ҫӗр вӑл ӗҫчен ҫынна юратать. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 343 | Ҫӗр ӗҫтерет те, ҫитерет те, тумлантарать те. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 347 | Ҫӗр кайӑкне — ҫӗр, шыв кайӑкне — шыв, этемшӗн — пӗтӗм ҫӗршыв. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 344 | Ҫӗр кӑвапи инҫетре, тӳпе тӑрри аякра. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 345 | Ҫӗр кӑкри перекетлӗ. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 346 | Ҫӗр кӑшласа вилӗмрен юлнӑ. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 650 | Ҫӗр кӳлӗре ҫӗр тӗрлӗ шыв. | Тинӗс — Кӳлӗ |
| 348 | Ҫӗр пысӑк та, ирӗклӗх пӗчӗк. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 349 | Ҫӗр сурана туртать теҫҫӗ. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 350 | Ҫӗр ҫаврӑннӑ май кӑмӑл та ҫаврӑнать. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 351 | Ҫӗр ҫурӑлать, йӗк тухать. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 352 | Ҫӗр ҫырли ҫӗр ҫынна та юрӑхлӑ, пин ҫынна та юрӑхлӑ. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 353 | Ҫӗр хурчӗ ҫинипе ҫӗр пӗтмест. | Ҫӗр — Тӳпе |